Çăварни
From Wikipedia, the free encyclopedia
Ҫӑварни — чӑваш уявӗ Ҫӑварни ҫуркунне кунпа каҫ пӗр шая ҫитнӗ тапхӑрӗпе ҫыхӑннӑ тата кӗҫнерникун пуҫланнӑ пулнӑ. Чӑвашсен ытларӑхӑшӗн Ҫӑварни уявӗ икӗ эрне хушши пынӑ. Пӗрремӗш эрнине аслӑ Ҫӑварни - «большая масленица», иккӗмӗшне вара - кӗҫӗн Ҫӑварни вырӑсла - «малая масленица» тенӗ. Каярах, Христос тӗнӗ сарӑлнӑ май, чӑваш Ҫӑварнине Масленица - вырӑс уявӗпе танлаштарса, пӗр эрне хушши - вырсарникунтан пуҫласа палӑртма пуҫланӑ. Ҫавнашкал уяв ытти халӑхсен те пур, кашнин хӑйӗн ячӗ.