Владимир (хула)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Улати́мĕр — Раççей историн хула, Улатимĕр облаçĕн администраци центрĕ. Клязьмăн сулахай çыранĕнче тăрать, Мускавран 193 çм тухăçалла вырнаçнă. Çурçĕр-Тухăç Руçĕн авалхи тĕп хули; çĕр-шыври çулçӳрев центрĕсенчен пĕри; Раççей ылтăн кăшăлĕ йышне кĕрет. Автомобиль (М-7 «Атăл») тата чукун çул (Мускав — Чулхула: Улатимĕр) магистралĕсенчи транспорт çыххи.