Европа футбол чемпионачĕ 2012
From Wikipedia, the free encyclopedia
Европăри 14-мĕш футбол чемпионачĕ 2012 (официаллă ят — UEFA EURO 2012™ Poland-Ukraine; тата «Евро-2012» тесе калаççĕ) — Европă чемпионачĕ, Европăри патшалăхсем хушшшинчи футбол турнирĕ. Вăл УЕФА эгидипе тăваттă çулта пĕрре иртет. Турнирăн финал пайне Украинăпа Польша пĕрлĕ йышăннă, матчсем 2012 çулхи çĕртмен 8-мĕшинчи вăййипе Варашавăра пуçланнă та 2012 çулхи утăн 1-мĕшĕнче финал вăййипе Кейӳре вĕçленнĕ.
Ку ик хуçаллă çĕршывлă Европăри нацисен футбол ăмăртăвĕн кун-çулĕнче виççĕмĕш турнир шутланать. Пĕрремĕшĕ - 2000 çулта Бельгипе Нидерландсенче пулса иртнĕ, иккĕмĕшĕ - 2008 çулхи Европа чемпионачĕ — ăна Австрипе Швейцарире иртернĕ.
Ку финал пайĕнче 16 футбол ушкăнĕ хутшăннă юлашки чемпионат. Евро-2016 пуçласа, тупăшакан ушкăн хисепĕ 24 таран ӳсет.
Чемпионат финалçĕ — Итали хутăш ушкăн — Бразирире Конфедераци черккийе хутшăнать, мĕншĕн тесен чемпионĕ — Испани хутăш ушкăнĕ — Конфедераци черккийе хальхи чемпион пулнипе вылять.