Наос
From Wikipedia, the free encyclopedia
Наос (грек ναός — пӗчӗк ҫурт, турӑ пурӑнмалли вырӑнӗ) — Авалхи Грецин храмӗнчи тӗп вырӑнӗ. Авалхи Римра — целла тенӗ. Малтан, в архаикаллӑ Грецире, — йывӑҫ арча пек пулнӑ, унта турӑ кӳлепине упранӑ. Ҫавӑн пек «ҫуртӑн» тӑрри икӗ енлӗ пулнӑ тата алӑкӗсене уҫӑлмалла тунӑ. Наоссене юри хатӗрленӗ кимӗсенче те туса лартнӑ. Уҫӑ алӑклӑ наос турӑ пӗлӗтре пулнине пӗлтернӗ. Каярах тӗн йӗркине тытса пымалли турӑ кӳлепине шала кӗрекен арча пеккине наос теме пуҫланӑ.