Спектр йĕрĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Спектр йĕрĕ е спектр линийĕ — электромагнитла пайăркалав спектрĕн интенсивлăх шайĕпе палăрса тăракан ансăр пайвырăнĕ, вăйлăлăхпа палăрать пулсан, йĕре эмисси йĕрĕ теççĕ, вăйсăртарах пулсан — абсорбци (çăтав) йĕрĕ теççĕ. Асăннă йĕр хăйĕн хум тăршшĕпе, тăтăшлăхпа е фотонăн энергийĕпе палăрса тăрать.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Спектр (пĕлтерĕшсем) пăхăр.