Тус-Йышлăх короллĕхĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Тус-Йышлăх короллĕхĕ (нумайлă хисепре Тус-Йышлăх короллĕхĕсем, акăл. Commonwealth realms) — Нацисен Тус-Йышлăхĕнчи 53 патшалăхран (пайташран) 16-шĕн официаллă ячĕ, çакă çав патшалăхшăн Елизавета II монарх пулса тăнине пĕлтерет тата вăл çав патшалăхăн пуçлăхĕ шутланать. Кашни çав патшалăхрах монархăн ятарлă титул пур, сăмахран, Барбадосра: «Унăн Аслăлăхĕ майра-король Елизавета II, Барбадос майра-королĕ».