Ту-134
From Wikipedia, the free encyclopedia
Ту-134 (ÇАПУ классификацийĕпе: Crusty — «Чăрсăр») — совет пассажир самолёчĕ
Краткие факты
Ту-134 | |
---|---|
Aviogenex авиакомпанин Ту-134 Цюрих аэропортĕнче, 1982 | |
Тĕс | пассажир самолёчĕ |
Хатĕрлекен | Туполевăн КБ |
Тăвакан | ХАĔП |
Пĕрремĕш вĕçев | утă, 29, 1963 çул |
Статус | эксплуацире |
Тĕп эксплуатантсем | ЮТэйр (34)[1] |
Кăларнă çулсем | 1966 — 1984 |
Закрыть
Кĕске тата вăтам тăсăлăвлă авиалинисем валли, 1960-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Туполев ячĕллĕ ОКБра хатĕрленĕ те серилле 1966 — 1984 çулсенче Харьковри авиаци производство пĕрлешĕвĕнче кăларнă. Совет Союзĕнче пуçтарнă массăллă пассажир самолёчĕсенчен пĕри. Пурĕпе мĕнпур модификаципе 852 самолёт туса кăларнă.[2] Пĕрремĕш вĕçеве 1963 çулхи утăн 29-мĕшĕнче хăпарнă, эксплуатацие 1967 çулхи авăн уйăхĕнче кĕртнĕ. Ту-134 Соцлагере экспортланă.
Вăрăм та çинçе фюзеляжне тата двигательсен çӳллĕ сассине пула авиаторсем хушшинче Ту-134 официалла мар «Шăхлич» ята тивĕçет.[3]