Вавилон
From Wikipedia, the free encyclopedia
Вавилон (Савăл çырулăхĕ 𒆍𒀭𒊏𒆠, аккад чĕлхинчен Babilim «турăсен хапхи» пулать; ав.гр. Βαβυλών) — Авалхи Месопотами патшалăхĕн историллĕ Аккад тăрăхĕнче вырнаçнă хулисенчен пĕри.
Вăл Авалхи тĕнчен политика, хуçалăхпа культуран пĕлтерĕшлĕ тĕп вырăнĕ пулнă, этем кун-çулĕн чи пысăк хулисенчен пĕри, «пĕрремĕш мегаполис», христос тĕнĕн эсхатологи тата хальхи культуран палли пулса тăнă. Вавилон ишĕльчĕкесем хальхи Эль-Хилла хули çывăхĕнче (мухафаза Бабиль, Ирак) выртаççĕ.