Чăваш чĕлхи
тӗрӗк чӗлхи, пӑлхар чӗлхисен йышӗнчи пӗртен пӗр чӗрӗ чӗлхе / From Wikipedia, the free encyclopedia
Чăваш чĕлхи — Чăваш халăхĕн чĕлхи. Çавăн пекех, тĕрĕк чĕлхисен йышĕнчи пăлхар ушкăнне кĕрекен пĕртен-пĕр чĕрĕ чĕлхе. Ку ушкăна тата Атăлçи Пăлхарăн чĕлхипе хасар чĕлхи те кĕнĕ. Чăваш чĕлхи Чăваш республикинче патшалăх чĕлхи шутланать. Чăваш чĕлхине пĕлекен йышĕ — 1,3 млн. çын яхăн (2002 çулхи кăтарту). Йăлана кĕнĕ тăрăх чăваш чĕлхине виçĕ диалект çине уйăраççĕ: тури (вирьял), анатри тата мал (е анат) енчи. Чӑваш чӗлхине халаллас тӗллевпе ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Енре Чӑваш чӗлхи кунне палăртаççĕ.
Краткие факты Чăваш чĕлхи, Классификаци ...
Чăваш чĕлхи | |
---|---|
Тăван ячĕ: | Чăваш чĕлхи |
Патшалăхсем: | Раççей |
Регионсем: | Чăваш Республики, Тутарстан, Пушкăрт Республики, Самар облаçĕ, Чĕмпĕр облаçĕ, Сарăту облаçĕ |
Официаллă статус: | Чăваш Республики |
Калаçакансен пур йышĕ: | ~1,3 млн. |
Статус: | хăрушлăхра |
Классификаци | |
Категори: | Еврази чĕлхисем |
Алтай çемьйи
| |
Çырулăх: | кириллица (чӑваш алфавичӗ) |
Чĕлхе кочĕсем | |
ГОСТ 7.75–97: | чув 795 |
ISO 639-1: | cv |
ISO 639-2: | chv |
ISO 639-3: | chv |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |
Закрыть