АПШ Демократи партийĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Демократи партийӗ (акăл. Democratic Party)- Республика партийĕпе пĕрле АПШ политикин икĕ тĕп партийĕсенчен пĕри шутланать[1] .АПШри чи ватӑ парти. Партин официаллă мар символӗ — ашак ( чӑтӑмлӑ пулса пĕтĕм чăрмавсене ҫӗнтерсе пынине пĕлтерет ), официаллӑ мар тĕс — сенкер.
1930-мĕш çулсенчен пуçласа парти социалла-либераллă тата прогрессивлă шухăшсене хÿтĕлет[2]. Хăйĕн ярăмĕнче прогрессистсене, либералсене тата центристсене пĕрлештерет. Хальхи вăхăтра парти ĕçне хунтăлакансенчен нумайăшĕ çĕршывăн çурçĕр-хĕвел тухăçĕнче( Вăтам Атлантика штачĕсем, Çĕнĕ Англи), Мăн кÿлĕсен хĕрринче, Лăпкă океан хĕрринчи штатсенче(Гавайине шутласан) пурăнать.
АПШăн 44-мĕш президенчĕ Барак Обама ку тивĕçе пурнăçлакан вун пиллĕкмĕш демократ пулнă.