Авалхи Рим
From Wikipedia, the free encyclopedia
Шаблон:Sprotect2
Авалхи Рим — Авалхи тĕнчепе антикăлăх тапхăрĕн паллă цивилизацийĕ, хăйĕн ятне тĕп хулинчен туяннă (Roma). Римăн никĕсĕ Капитолипе, Палатинпа, Квириналпа карталаннă шурлăхлă айлăмра çирĕпленнĕ. Çак цивилизацине аталанма этрусксемпе авалхи грексен этеплĕхĕ хал панă. Авалхи Рим хăйĕн мăн хăватне II ĕмĕрте хăпарать. Ун чух римсем çурçĕрте хальхи Шотландирен пуçласа кăнтăра çити Эфиопине тарин, тухăçран Арменирен анăçалла Португалине çити çĕрсене тытса пăхăнтарса тăнă.
Авалхи Рим пехилĕ — рим тивĕçлĕ ирĕклĕхĕ, хăшпĕр архитектура хормисемпе тупсăмĕсем (тĕслĕх, хĕрес-тăрăллă йĕрке) тата урăх чылай çĕнĕлĕхсем (тĕслĕх, кустăрмаллă шыв арманĕ). Христос тĕнĕ Рим империнче тымар ярать. Авалхи Римра официаллă латтин чĕлхипе калаçнă, малтанхи тĕнĕ политеослă пулнă, империн çирĕплетмен (официаллă мар) гербĕ ылтăн ăмăрткайăк (aquila) пулнă, хĕрес тĕнне кĕрсен лабарумсемпе хризмăсене çырса кăтартаççĕ.