Август пăтăрмахĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
А́вгуст пăтăрмахĕ — ССКП ТК ертӳлĕхĕн, СССР правительствин тата çарпа ПХКн консервативлă кăмăллă ушкăнĕн каварçисем хăйсене хăйсемех 1991 çулхи çурлан 19-мĕшĕнче Ятарлă лару-тăру патшалăх комитечĕ (ЯЛПК) йĕркелесе М. С. Горбачёва СССР президенчĕ ĕç вырăнĕнчен хăтарса унăн политика курсне улăштарас хăтланăвĕ. Çакна пула çĕршыври политика пурнăçĕ çав тери урăхланнă.
Август пăтăрмахĕ | |
Патшалăх | СССР, |
---|---|
Вăхăт | 1991 çулхи çурла уйăхĕн 19 — 21-мĕшĕсем |
Сăлтав | СССРа ИПТана (РСФСРпа Казах ССРĕ йышĕпе) куçарни. |
Тĕп тĕллевĕ | СССРа арканасран конфедерацие куçасран çăлас тесе. |
Пĕтĕмлетӳ |
Пăтăрмах пăчланăвĕ. Борис Ельцинăн политика çĕнтерĕвĕ, СССР республикисем хушшинче çĕнĕ пĕрлешӳ килĕшĕвне çырни, ССКП-а вăйсăрлатни, СССР президенчĕ тата союзлă республикăсен пуçлăхĕсенчен тытăнса тăракан Патшалăх канашне никĕслени. |
Йĕркелевçĕсем | СССР ЯЛПК |
Тупăшуçăсем | РСФСР: |
ЯЛПК ятарлă лару-тăрăва 6 уйăхлăха çирĕплетме, Мускава çар чаçĕсене кĕртме, вырăнти хăй тытăмлăхне ЯЛПК лартнă вăрçă коменданчĕсене пăхăнтарма, массаллă информаци хатĕрĕсене çивĕч цензурăлама] тата хăшĕсене чарма, граждансен конституцин хăш прависемпе ирĕкĕсенчен хăтарма шухăшланă.[1] РСФСР ертӳлĕхĕ (президент Б. Н. Ельцин[2][3] тата Раççейĕн Аслă Канашĕ[4]) тата хăшпĕр республикăсен Аслă Канашĕсем, каярах çаплах СССР саккунлă ертӳлĕхĕ: президент М. С. Горбачёв[5] тата СССР Аслă Канашĕ[6] ЯЛПК ĕçĕсене патшалăх пăтăрмахĕ тесе квалифициленĕ.