Джобс Стив
From Wikipedia, the free encyclopedia
Стивен Пол Джобс (акăл. Steven Paul Jobs, 1955 çулхи нарăсăн 24-мĕшĕ — 2011 çулхи юпан 5-мĕшĕ),[1][2] Стив Джобс (акăл. Steve Jobs) евĕр паллăскер — американ бизнес-магначĕ тата ăслайçă. Apple корпорацин никĕслевçи тата директорсен канашĕн председателĕ шутланать[3][4][5] Çаплах Джобс унчен Pixar Animation Studios компанин CEO ĕç вырăнĕнче пулнă; 2006 çулта The Walt Disney Company Pixar туянсан Джобс Disney директорĕсен канашĕн директорĕ пулса тăрать. 1995 çулта «Теттесен кун-çулĕ» мультфильмра ăна ĕçтăвакан продюсер тесе кăтартнă.[6]
1970-мĕш çулсен вĕçĕче Джобс, Apple компание пĕрле никĕсленĕ Стив Вознякпа, Майк Марккулăпа[3] тата урăххисемпе коммерции енчен ăнăçлă Apple II пайăр компьютерсен серине проектланă, ĕçе кĕртсе туса кăларассине ертсе пынă. 1980-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Джобс графика интерфейсĕн шăшин потенциалне туйса илет, çакна пула Macintosh çуралать.[7][8]
1984 çулта директорсен канашĕн влаçне çухатсан,[9][10] Джобса Apple компанинчен кăларса ярсан, вăл бизнес тата пĕлӳ керменĕсем валли компьютер платформине тăвакан NeXT компанине йĕркелет. NeXT–а 1996 çулта Apple туянать, Джобс вара хăйĕн тăван компанине таврăнать, 1997 — 2011 çулсенче унăн CEO шутĕнче тăрăшать. 1986 çулта вăл компьютер графикипе тăрмашакан Lucasfilm компание сутăн илет, ăна Pixar Animation Studios пек уйăрса хунă пулнă.[11] Вăл унăн CEO тата тĕп акционерĕ (50,1 %), 2006 çулта ăна The Walt Disney Company туяниччен шутланать.[12] Джобс Disney компанин пысăк акционерĕ (7 %) тата Disney директорĕсен канашĕн пайташĕ пулса тăрать.[13][14][15][16]
Джобсăн ĕç-пуçĕ Кремни айлăмĕнчи ĕçченĕн ытарлă сăнарне, уйрăмах вăл халăх ăс-тăнĕнчи дизайнпа эстетика рольне туйни, хăй евĕрлĕ пысăк ӳсĕм хушать.[17]
2011 çулхи çурлан 24-мĕшĕнче Джобс CEO Apple ĕç вырăнĕнчен хăтăлать. Хăйĕн çырăвĕнче вăл хистесех хăйĕн вырăнне Тим Кука лартма ыйтать. Джобса, вăл ыйтнипе, Apple директорĕсен канашĕн председательне суйлаççĕ,[18][19][20][21] анчах та çак вырăнта чылаях тăрăшаймасть — тепĕр 43 кунтан — юпан 5-мĕшĕнче, хырăмлăх парĕн рак чирĕпе асапланса, çут тĕнчерен уйрăлать.