Кембридж университечĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Ке́мбридж университечĕ | |
---|---|
Йыхрав | лат. Hinc lucem et pocula sacra, «Çакăнта эпир пĕлӳпе хаклă ăслăх туянатпăр» |
Никĕсленĕ çул | 1209[1] |
Тĕс | халăх |
Президент | Филипп, Эдинбург херчăкĕ |
Студентсем | 18 396[2] |
Юридици адресĕ | University of Cambridge, The Old Schools, Trinity Lane, Cambridge CB2 1TN, UK |
Сайт | http://www.cam.ac.uk |
Ке́мбридж университечĕ (акăл. University of Cambridge, лат. Universitas Cantabrigiensis) — никĕсленĕ çулĕпе Аслă Британин иккĕмĕш, Оксфорд хыççăн, тĕнчере тăваттăмĕш университет; Аслă Британипе Ирландин «ватă университетсенчен» пĕри, тĕнчери паллă университечĕсен йышне кĕрет, элита Рассел ушкăнĕн пайташĕ.
Университет Кембридж хулинчи ăсчахсенчен йĕркеленĕ, кунта вĕсем, çул çӳревсене шĕкĕлчесен, 1209 çулта Оксфордран унти студент хулара пурăнан хĕрарăма вĕлернĕ хыççăн куçса килнĕ[1]. 1214 çулта университет йĕрке-йăлине çирĕплетнĕ. Çав йĕркелĕхпе аслă пĕлӳ керменĕн ректорĕ, вĕренӳ программи тата вĕçĕнче экзаменсем пулнă. Вăтам ĕмĕрсенче çут тĕнчери мĕнпур пĕлĕве мăнастирсенче пухнă. Мăнастир танлаштарсан, университетра ăслăха, философие, логикăна, математикăна вĕрентнĕ. Кембриджпа Оксфорд университечĕсене пĕрле тăтăшах «Оксбридж» теççĕ. Çак иккĕ университет пĕр-пĕринпе питĕ ăмăртса пурăнаççĕ.
Кембридж университечĕпе çыхăннă çынсем хушшинче 2020 ҫ. 121 Нобель парнин лауреачĕ — çак кăтартупа вăл аслă пĕлӳ шкулĕсем йышĕнче малти вырăнта шутланать[3].