Пайрăм
From Wikipedia, the free encyclopedia
Пайрăм — биологире: организмсен (вируссемпе вироидсемсĕр пуçне) тытăмĕнчи биологилле функцие тата йĕркелеве тивĕçтерекен чи пĕчĕк пай. Кашни пайрăмрах япалалăхсен улшăнăвĕ пур тата кашни пайрăм пайланса ĕрчеме пултарать. Организм пĕр пайрăмран çеç тăрать пулсан, ăна пĕр пайрăмлă организм теççĕ. Вĕсен шутне чи ансаттисем тата бактерисем (ытларахашĕ) кĕреççĕ. Биологин пайрăмсем шайĕнчи уйрăмĕ цитологи ятлă. Çавăн пекех ăна пайрăмсен биологийĕ тени те пулать.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Пайрăм (пĕлтерĕшсем) пăхăр.