Плитасен тектоники
From Wikipedia, the free encyclopedia
Плитасен тектоники литосфера пулса тӑнин тата куҫнин хальхи ӑслӑхри ӑнлану. Унӑн тӑрӑх ҫӗр пичӗ капплӑ блоксенчен тӑрать — литосфера плитисенчен, вӗсем пӗр пӗрин хушшинче яланах куҫӑнса тӑраҫҫӗ. Ҫавӑн чухне сарӑлса кайнӑ тӗлте (вӑтам-океан хасакӗсен тата континентлӑ рифтсен вырӑнӗсенче) спрединг пирки (англ. seafloor spreading — тинӗс тӗпӗ юхӑнса кайни) ҫӗнӗ океан пичӗ пулса тӑрать, кивви вара зонах субдукци вырӑнӗсенче ҫӑтӑнать. Плитасен тектоникин теорийӗ ытларах плитасен чиккисен вырӑнӗсем ҫӗр чӗтренӗвӑпе, вулкансен хастарлӑхӗпе тата сӑрт-тусем пулса тухассипе ҫыхӑннине ӑнлантарать.
Ку шухӑша перремӗш хут Континентсен дрейф теоринче Альфред Вегенер 1920 ҫулта сӗннӗ, анчах чи малтанах ытти ӑслӑхҫӑсем унпа килӗшмен, унӑн теорине сивленӗ.
Хальхи Плитасен тектоникин теорийӗ унӑн теорийӗ ҫинче никӗсленсе Ҫӗр ӑслӑхӗн пурте килӗшсе йышӑннӑ концепцийӗ пулса тӑрать.