Раççейри граждан вăрçи
From Wikipedia, the free encyclopedia
Раççейри граждан вăрçи (1917—1923) — Раççей империн территоринчи тĕрлĕ социаллă-политика ушкăнĕсен хĕçпăшаллă кĕрешĕвĕ; унăн никĕсĕнче тарăн социаллă-экономикăллă, политикăллă, наци тытăмлăхĕн тата чун-чĕмлĕхĕн хирĕçлĕвĕсем пулнă.
Раççейри граждан вăрçи | |||
Çӳлтен сехет сăнни куçнă йĕрпе: Тан çарĕ 1919-мĕш çулта, хĕрлĕ пехота маршра 1920 çул, пулемёт тачанки хĕрлисен 1-мĕш Юланут çарĕ, Лев Давидович Троцкий 1918 çулта, большевиксене Чехословак корпус салтакĕсем айăпласа çакнă. | |||
Вăхăт | 1917 çулхи чӳк, 7-1922 çулхи утă, 17 | ||
---|---|---|---|
Вырăн | Раççей империн малтанхи территорийĕ, Иран, Монголи. | ||
Пĕтĕмлетни | Хĕрлисен çĕнтерĕвĕ. Канашсен тăрăмне йĕркелени тата малтанхи Раççей империн чылай территоринче СССР никĕслени. | ||
Улшăнусем | Польша, Эстони, Латви, Литва ирĕклĕхĕ; Румыни Бессарабие аннексиленĕ. | ||
Тăшмансем | |||
| |||
Çарпуçсем | |||
| |||
Енсен вăйĕсем | |||
| |||
Çухатнисем | |||
| |||
Аудио, фото, видео Викиампарта |
Раçççейре граждан в вăрçи пуçланса кайнин никĕсĕсем:
- Малтанхи хуçаланнă классем хăйсен влаçне ирĕкĕпе паманни,
- Учредитель пухăвне салатса яни,
- Германипе Брест мирне тунăшăн,
- Большевиксен продотрядсемпе ялсенчи комбедсем алхасни Совет влаçĕпе çĕр ĕçченĕсем хушшинчи хутшăнусем хĕрсе кайнипе
Çаплах çав вăхăтра халăхра пурнăçри чылай тупсăма вăрçă меслечĕсемпе уçса парас шухăш çие тухни те – Пĕрремĕш Тĕнче вăрçин çапăçу хирĕсенче ĕçе вăйпа уçса парас мел ăс-тăна, чун-чĕме кĕрсе вырнаçни те— патшалăхри граждансен хушшинчи хирĕçĕве хĕртсе янă, вăрçăна куçарнă.[1]
Раççейри граждан вăрçи тапхăрĕсем |
---|
1-мĕш тапхăрĕ |
2-мĕш тапхăрĕ |
3-мĕш тапхăрĕ |
4-мĕш тапхăрĕ |
5-мĕш тапхăрĕ |
Граждан вăрçипе пĕрлех ют çĕр интервенцийĕ те пулса тухать. Ют патшалăхсем Раççее çарсене хăйсен парăмĕсене, харпăрлăхĕсене тавăрас тĕллевпе, çаплах большевиксем пĕрмаях мăн вырăна хурса йăсланă тĕнче революцине чарса лартас тĕллевпе кĕртнĕ.
Вăрçăн калăпăшĕпе тăсăлăвĕ Раççейри халăх хушшинчи пĕрлĕ пурнăç тата наци хирĕçĕвĕсем çав тери çивĕч пулнинчен, вăрçакан енсен радикализмĕпе пĕр-пĕринме çураçулăх тума пултарайманнинчен, ют патшалăхсем шалти ĕçсене хута-хупа кĕрсе кайнинчен килнĕ.
Граждан вăрçи Раççей империн çĕрĕсенче кăна мар, кӳршĕ патшалăх территорисенче те — Иранра (Энзели операцийĕ), Монголире тата Китайра — кĕрленĕ.