Сăваплă Валентин кунĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Сăваплă Валентин кунĕ (тата Валентин кунӗ), е Савнисен кунӗ — Нарăс, 14 — тӗнчери чылай ҫӗршывсенче палӑртакан уяв. Ятне Валентин ятлӑ христиан асапҫисен иккӗшӗнчен пӗрне — Интерамн Валентинне е Рим Валентинне чысласа панӑ.
Ҫак уявра юратакансем пӗр пӗрне парнесем, чечексем, пылак ҫимӗҫ, теттесем, сывлӑш хӑмписем тата уҫӑ ҫырусем (ытларах чӗрене палӑртакан калӑпӑшлисене), сӑвӑсем, юратнине уҫса е юрату сунса — валентинкасем леҫеҫҫӗ.