Скандинави тăвĕсем
From Wikipedia, the free encyclopedia
Скандинави тăвĕсем — Скандинави çурутравĕн ту йĕрки. Тăсăлăвĕ 1700 çм яхăн, анлăшĕ — 600 çм. Анăç айăккисем Çурçĕр тинĕсĕ çывăхнех çитеççĕ, чăнкă çыран туса хураççĕ, вĕсем норвег фьорчĕсем ятпа паллă. Тухăç айăккисем майĕпен лутраланса Швеци территоринче тӳрем çĕре куçаççĕ.
Çӳллĕшĕ нумаях мар. Чи мăнаç тăрри — Гальхёпигген (норв. Galdhøpiggen) тăвĕ, 2469 м, Норвегин кăнтăр пайĕнче вырнаçнă. Швеци территоринчи чи çӳлли — Кебнекайсе (шв. Kebnekaise) тăвĕ, 2111 м. Çĕр пичĕ авалхи пăрлăха пула якалнă. Скандинави тăвĕсен хальхи пăрлăхĕсем материклă Европăра чи мăннисем шутланаççĕ.