Тамерлан
From Wikipedia, the free encyclopedia
Тамерлан (Уксах Тимур, Тимур), — тĕнче çĕнтерсе илнĕ, Вăтам Азин историйĕнче самай йĕр хăварнă çарпуçĕ. 1336 çулхи пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Кеше (халĕ Шахризабз) хулинче çуралнă. 1405 çулта Отрар хулинче чирлесе вилнĕ. Историксем вăл нарăсăн 18-мĕшĕнче вилнĕ теççĕ, палăкĕ çинче вара нарăсăн 15-мĕшĕнче вилнĕ тесе çырса хăварнă.