Тинĕсçум ен
From Wikipedia, the free encyclopedia
Тинĕсçум ен — Раççей Федерацин субъекчĕ.
Тинĕсçум енне 1938 авăнăн 20-мĕшĕнче СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн «Инçет Хĕвелтухăç Енне Хабаров тата Тинĕсçум Енĕсене уйăрасси» хутайĕпе (Тинĕсçум Ен шутне Инçет Тухăçăн 1939 тата 1943 çулĕсенче пăрахăçланă Тинĕсçум тата Уссури облаçĕсене кĕртнĕ) йĕркеленĕ.
Администраци центрĕ — Владивосток хули.
Лаптăкĕ — 165,9 пин çм².
Халăх йышĕ — 1982 пин çын (2010). Йышлăхĕ: 11,9 çын/çм² (2010), хулари халăх шайĕ: 75,4 % (2010).