Тутарсем (авалхи йăх)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Тутарсем (монг. татар, вăтам монгол чĕлхинче ᠲᠠᠲᠠᠷ, авалхи тĕрĕк çырулăх палăкĕсенче те пур, киттайсем та-та тенĕ) — хальхи Монголин çурçĕр-хĕвелтухăç пайĕнче вăтам ĕмĕрсенче пурăннă шултра йăх[1].
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Тутарсем (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Краткие факты Тăван ячĕ, Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ ...
Тутарсем (йăх) | |
Тăван ячĕ | татар |
---|---|
Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ | |
Шалти Монголи Шалти Монголи | |
Чĕлхе | монгол, бурят |
Тĕн | буддизм, шаманизм |
Расă тĕсĕ | монголоидсем |
Кĕрет | монгол халăхĕсем |
Закрыть
Çавăн пекех кунашкал йăх Кимак хаканлăхĕнчи кимаксен йышĕнче те пулнă (XI ĕмĕрччен).
Тута́рсем (монг. татар) — Монголин çурçĕр-тухăçĕнче пурăннă монголсен йăхĕ[2]. Вĕсем куçса çӳренĕ вырăнĕсем: Буйр-Нур кӳлĕ таврашĕ, Халхин-Гол юханшывĕ, Керулен юханшывĕнчен кăнтăралла, çаплах Шалти Монголин пайĕ. Халĕ — хăшпĕр монгол халăхĕсен йышĕнчи этнос группи[3][4].