Уэльс
From Wikipedia, the free encyclopedia
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Уэльс ялавĕ | Уэльс гербĕ |
Наци йыхравĕ: «Cymru am byth» валлирен куçарсан: «Уэльс ĕмĕрлĕхе» символ — Сухан-порей | |
Гимн: «Mae Hen Wlad Fy Nhadau» | |
Официаллă чĕлхесем | акăлчан, валли |
Тĕп хула | Кардифф |
Пысăк хула | Кардифф |
Правлени хорми | Конституци монархийĕ |
Арăм патша | Charles III |
Премьер-министр | Гордон Браун |
Пĕрремĕш министр | Родри Морган |
Территори • Пурĕпе | Аслă Британире 3-мĕш 20 799 км² |
Халăх • Пурĕпе (2001) • Йышлăхĕ | Аслă Британире 3-мĕш 2 903 085 140 çын/км² |
Валюта | стерлинк фунчĕ |
Вăхăт тăрăхĕ | UTC 0 |
Уэ́льс (валл. Cymru [ˈkəmrɨ], акăл. Wales, фр. Pays de Galles) — Аслă Британин тăватă административлă-политика пайĕсенчен пĕри, унчен никама пăханман кельт патшалăхĕсен конгломерачĕ. Уэльс Аслă Британин кăнтăр-анăçĕнче вырнаçнă, тухăçра Чешир, Шропшир, Херефордшир тата Глостершир англи графлăхĕсемпе чикĕ тытать, виçĕ енĕпе тинĕсе тухать: кăнтăрта — Бристоль каналне (Северн вăрри), кăнтăр-анăçра — Таса Георг кӳлмекĕ, çурçĕрпе анăçра — Ирланди тинĕсĕ, çурçĕр-тухăçра — Ди (Afon Dyfrdwy) юханшывĕн вăрри.
Уэльс нихçан та хальхи чикĕсенче суверен патшалăх пулман. 1057 - 1063 çулсенче Грифид ап Лливелин хальхи Уэльс чиккинчи çĕрсене тытса тăнă, Грифид вилсен вара çак малалла тăсăлмасть. 1216 - 1516 çулсенче «Уэльс кнеçлĕхĕ» (Principality of Wales, Tywysogaeth Cymru) пулнă, анчах та 1282 Анăç Уэльса нормансем çĕнтерсе илсен çĕршыва темиçе патшалăх пайласа хăйсем çумне хушаççĕ, Уэльс Тикки титулĕ акăлчан патша кăшăлне куçать. 1400 ç. Уэльсăн авалхи икĕ патша ăрачĕн несĕлĕ, Оуэн Глиндур, акăлчансене хирĕç пăлхав çĕклет, ăна Уэльс патши астулне лартаççĕ, анчах та вăл 1410 ç. тĕлне хăйĕн сĕмне çухатнипе тарса пытанать. Валли саккунĕсене акăлчансем пĕтĕмпех 1542 çул тĕлне пĕтереççĕ. 1955 çулта кăна арăм патша официаллă Кардиффа Уэльс тĕп хули тесе çирĕплетет (унчен çĕршывăн тĕп хули пулман та). Апла пулин те, Уэльс Тиккин инвеститури яланхилле Карнарвонра иртет.
1997 çулта Уэльс наци ассамблейине туса хунă, вăл Аслă Британи парламенчĕ йышăнакан саккунсене тӳрлетӳ кĕртме пултарнă. 2006 çулта Ассамблейăн правине анлăлатакан Уэльса тытса тăмалли иккĕмĕш Саккуна йышăннă.