Хура тинĕс
From Wikipedia, the free encyclopedia
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Краткие факты Вăрăммăшĕ, Анлăшĕ ...
Хура тинĕс | |
Вăрăммăшĕ | 1150 км |
---|---|
Анлăшĕ | 580 км |
Лаптăк | 422 000 км² |
Калăпăш | 555 000 км³ |
Çыран хĕррин вăрăммăшĕ | 3400 км³ |
Чи тарăнăшĕ | 2210 м |
Вăтам тарăнăш | 1240 м |
Шыв пухăмĕн лаптăкĕ | 2 млн ытла км² |
Юхса кĕрекен шывсем | Тăнай, Днестр, Тăнăвар |
Закрыть
Хура тинĕс (выр. Чёрное море, абх. Амшын Еиқәа, каб.-черк. Хы шIуцIэ, грек Μαύρη θάλασσα, пăлх. Черно море, укр. Чорне море, груз. შავი ზღვა, рум. Marea Neagră, крым-тут. Qara deñiz, туркк. Karadeniz) — çĕрсем хушшинче вырăнаçнă, Атлантика океанĕпĕ çыхăннă тинĕс. Шывĕ тăварлă. Тинĕс Раççей, Украина, Грузи, Турци, Болгари тата Румыни çыранĕсем хушшинче вырăнаçнă. Хура тинĕс тăрăх Европăпа Пĕчĕк Ази хушшинчи чикĕ иртет.
Лаптăкĕ — 422 000 км², чи тарăн вырăн — 2210 метр. 150 метртан аяларах сероводород кăна, çавăнпа та унран тарăнрах вырăнсенче нимĕнле чĕрĕ чун та пурăнмасть.
Тинĕс Босфор проливĕ тăрăх Мрамор тинĕсĕпе, Керчь тинĕс пырĕ тăрăх Азов тинĕсĕпе çыхăннă.