Офорт
From Wikipedia, the free encyclopedia
Офорт (фр. eau-forte — азот йӳçĕкĕ, сăмахла куçарсен — «çирĕп шыв»), тата аквафорте (итал. acquaforte) — тимĕр-шăран çинче чĕрсе каснă, станоклă графикан тарăн пичет мелĕ, ĕçленĕ май ÿкернине йӳçĕкпе çийентерсе, пичеть калăпĕнчен («хăминчен») çапăнтарса илсе пичет тĕслĕхĕсене илме май паракан гравюра тĕсĕ. XVI ĕмĕртен паллă. Офорт мелĕпе Альбрехт Дюрер, Жак Калло, Рембрандт тата ыттисем те ĕçленĕ.[1]