Таксон
From Wikipedia, the free encyclopedia
Таксо́н (лат. taxon, нум. ч. taxa; ав.гр. τάξις «йĕрке, тытăм, организаци») — классификацире: пĕрлĕхле палăрăмсемпе тата паллăсемпе пĕрлешнĕ дискретлă объектсенчен тăракан ушкăн. «Таксон» текен ăнлавпа усă куракан классификаци тытăмĕсем иерархилĕхпе уйрăлса тăраççĕ; вĕсене чĕлхе пĕлĕвĕнче, библиографире тата ытти ăславсенче те усă кураççĕ, анчах та чăн малтанах биологире, тата тĕрĕсрех — биологири систематикăра[1].
Классификаципе систематика принципĕсене тата унпа çыхăннă ĕçлевлĕхе таксономи теççĕ. Таксономин никĕсле проблемисенчен пĕри вăл — таксонăн пуррилĕхĕн меслечĕн ыйтавĕ, ăна тĕпчевçĕсен тĕрлĕ ушкăнĕсем тĕрлĕрен кăтартаççĕ[2].